Чӑваш Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулса маларах Михаил Вансяцкий журналист ӗҫленӗччӗ. Нумаях пулмасть ӑна ӗҫрен хӑтарчӗҫ. Халӗ вара Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи должноҫне Светлана Каликовӑна лартасси пирки официаллӑ йышӑну кӑларнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. «Каликова Светлана Анатольевнана малтанхи должноҫрен хӑтарса Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-ҫыруҫине лартас», — тесе ҫырнӑ Михаил Игнатьев Хушӑвӗнче.
Светлана Каликова маларах Михаил Игнатьевӑн пулӑшуҫи шутланнӑччӗ. Вӑл нумаях пулмасть журналистсемпе тата блогерсемпе тӗлпулу та йӗркеленӗччӗ. Вӗсемпе вӑл тата Элтепер Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев курнӑҫнӑччӗ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑччӗ.
Республикӑн агропромышленноҫ комплексӗ кадрсем ҫитменнипе яланхиллех аптӑрать. Ҫӗртмен уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне илсен республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 393 ӗҫ вырӑнӗ пулнӑ. Ялта специалистсем кӑна мар, рабочисем те ҫитмеҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ 393 ӗҫ вырӑнӗнчен 160-шӗ специалистсене пырса тивет, 233-шӗ — рабочисем. Малтанхисен шутӗнче агрономсем те (36 ваканси), ветеринари врачӗсем те (33 ваканси), зоотехниксем те (44 ваканси), инженер-механиксем те (30 ваканси), бухгалтерсем те (17 ваканси) пур.
Рабочисене илсен, ял хуҫалӑхӗнче 75 механизатор, 35 водитель, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан 27 ҫын, ӗне сӑвакансем 38-ӑн, тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакансем 58-ӑн кирлӗ пулнӑ.
Хӑш хуҫалӑхра мӗнле специалист кирлипе республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче паллашма пулать.
Пулмасла хыпарӑн туйӑнӗ те ку, анчах Пӑрачкав районӗнчи икӗ шкул пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама вӗсенчи хуралҫӑсене шаннӑ. Хут ҫинче. Вӑхӑтлӑх. Шкул ертӳҫисем черетлӗ канура чухне.
Хуралҫа пуҫлӑх тивӗҫне шанасси пирки Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ятарлӑ хушу кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Шкула сыхлакансене ҫакӑн пек пысӑк чыс Анастасовӑри вӑтам тата Никулинӑри пуҫламӑш шкулсенчи хуралҫӑсене тивӗҫнӗ. Анчах асӑннӑ нихӑш вӗренӳ учрежденийӗнчи хуралҫӑн та шкул пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫламалӑх квалификаци пулман. Апла пулсан ку вӑл Раҫҫейӗн Ӗҫ кодексӗпе ниепле те килӗшсе тӑраймасть.
Саккуна ҫураҫуллӑ мар хушусене Пӑрачкав район прокуратури асӑрханӑ хыҫҫӑн сивленӗ. Ҫавна май маларах асӑннӑ хутсене пӑрахӑҫлама тивнӗ.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Ҫӗмӗрле администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Дмитриева отставкӑна каясси пирки ыйту ҫырнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн конкурс комиссине йӗркеленӗ. Ӗнер Ҫӗмӗрле хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗнче унӑн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ.
Конкурс комиссийӗн председателӗ, ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин каланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканӗшӗн виҫӗ ҫын кӗрешнӗ.
Конкурсра Пӑрачкавра ҫуралса ӳснӗ Александр Геннадьевич Зиновьев ҫӗнтернӗ. Вӑл — отставкӑри ҫар ҫынни, генерал-майор. Зиновьев кандидатурине «халӑх тарҫисем» те ырланӑ. Ҫав кунах контракт алӑ пуснӑ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑйӗн пресс-секретарьне Михаил Вансяцкие отставкӑна янӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл урӑх ӗҫе куҫать.
Тӗрӗссипе, Михаил Игнатьевӑн пресс-секретарӗн вакансийӗ пирки малтан та пӗлтернӗччӗ. Кун тӗлӗшпе конкурс ирттересси пирки те хыпар тухнӑччӗ.
Михаил Вансяцкий 1963 ҫулта Смоленскра ҫуралнӑ, М.Шолохов ячӗллӗ Мускав патшалӑх педагогика университетӗнче психолог педагога вӗреннӗ. Журналистикӑра 2000 ҫултанпа. Малтан вӑл Шупашкарти «Московский комсомолец» хаҫатра ӗҫленӗ, унтан «Советская Чувашия» хаҫатра.
2004-2006 ҫулсенче Н.Федоров призидентӑн пресс-службинче вӑй хунӑ. 2008-2010 ҫулсене «Аргументы и факты» хаҫат редакторӗ пулнӑ. 2011-2012 ҫулсенче Шупашкарти «Московский комсомолец» хаҫат редакторӗ пулнӑ. 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен вӑл ЧР Элтеперӗн пресс-секретарӗнче ӗҫленӗ.
Шупашкар аэропорчӗн тӗп директорне Александр Жирнова должноҫрен хӑтарнӑ. Аэропорт Чӑваш Енӗн хысна предприятийӗ шутланать, ҫавна май пуҫлӑха республикӑн правительствин пуҫлӑхӗ лартать тата ӗҫрен хӑтарать.
Александр Николаевича аэропорт пуҫлӑхӗнчен кӑларасси пирки йышӑнӑва паян Иван Моторин премьер-министр хушу кӑларнӑ. Отсавкӑна ӑна мӗншӗн яни пирки ӗҫлӗ хутра нимӗн те асӑнман. А. Жирнов хӑйне пуҫлӑх пуканӗсӗр хӑварни пирки нимӗн те пӗлмест имӗш. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырать. Кӑларӑм экс-пуҫлӑхпа ҫыхӑннӑ пулать те лешӗ ун пек йышӑну пирки илтменнине пӗлтернӗ тата йышӑнӑва комментарилеме тӑхтанӑ имӗш.
Александр Жирнов 1965 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1982 ҫулта Шупашкарти 34-мӗш вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. 1986 ҫулта ӑна ылтӑн медальпе пӗтернӗ. 1993–1996-мӗш ҫулсенче Ю.А. Гагарин ячӗллӗ Ҫар академийӗнче вӗреннӗ. 2004–2010-мӗш ҫулсенче 490-мӗш уйрӑм вертолет полкне ертсе пынӑ. 2010 ҫулта ӑна Шупашкар аэропортне ертсе пыма шаннӑ.
Хӑйсенчен пулӑшу ыйтакансене Ӗҫлӗх центрӗсем тӗрлӗ енпе тӗкӗ кӳме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав меслетсенчен пӗри — ҫӗнӗ ӑсталӑха хӑнӑхтарни.
Кадрсене хатӗрлес тата ҫӗнӗ специальноҫ парас енӗпе ӗҫлекен Шупашкарти «Облик» центрта ӗҫлӗх центрӗ янипе 7 хӗрарӑм нумаях пулмасть ҫӗвӗҫ профессине алла илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсене стипенди те тӳленӗ. Вӑл центр тӳлекен ӗҫсӗрлӗх пособийӗн виҫинчен килнӗ: 850 тенкӗрен пуҫласа 4900 тенкӗ таран ларнӑ.
Ҫӗнӗ ӑсталӑха хӑнӑхнӑ вӑхӑтра вӗсем 10-15 япала ҫӗлеме ӗлкӗрнӗ. Малтанласа ҫӗвӗ йӗрӗ тӳрӗ пулманни те пулнӑ, темиҫе хут сӳтсе темиҫе хут ҫӗнӗрен ҫӗлеме те лекнӗ. Курса пӗтернӗ вӑхӑта вӗсем хӗрарӑм блузкине те, арҫын кӗпине те, ача платйине те ним мар ҫӗлеме хӑнӑхса ҫитнӗ.
Паянхи ҫӗвӗҫсем хушшинче экономист та, филолог та, юрист та пур-мӗн. Ӗҫе вырнаҫаймантан вӗсем урӑх специальноҫ алла илме тӗв тунӑ. Паян вӗсен хушшинче хӑйсен ӗҫне — мини-ателье — уҫас шухӑшлисем те пур иккен.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министрӗ пулнӑ Иван Исаев Шупашкарти элеваторта ӗҫ тупнӑ.
Шупашкарти элеватор «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» акционерсен уҫӑ обществин филиалӗ шутланать. Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министрӗ пулнӑ Иван Исаев ҫӗнӗ вырӑнта та пуҫлӑх пуканне йышӑнать. Унта коммерци пайӗн пуҫлӑхӗнче тар тӑкать иккен.
Экс-министра ку должноҫе шанса пани пирки элеваторӑн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Иван Исаев министрта ӗҫленӗ чухне вӑрмана саккунлӑ мар кастарнӑ тесе шухӑшланӑран тӗпчевҫӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Вӑрманти йывӑҫа саккунлӑ мар кастарнине пула вӑл 300 миллион тенкӗлӗх шар кӳнӗ пулать.
Халӗ ку ӗҫпе суд ларӑвӗсем пыраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен пӗри ӗнер те иртнӗ. Суд ларӑвне хупӑ меслетпе ирттереҫҫӗ.
Канаш Федерацийӗн комитечӗн пӗтӗм тӗнчери ӗҫсемпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗ Константин Косачев хӑйӗн фейсбукӗнче Мари Элӑн ӗҫ тӑвакан влаҫне ҫӳлти парламентӑн палатинче элчӗ пулма килӗшнине пӗлтернӗ.
«Мари Эл тӗлӗшпе эпӗ иккӗленместӗп. Ку регион питӗ интереслӗ. Маркеловпа нумай ӗҫлеме тивет. Эпӗ вара ӗҫлеме юрататӑп», — ҫырнӑ Косачев хӑйӗн кун кӗнекинче.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, республика пуҫлӑхӗ ӑна элчӗ пулма авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи суйлав хыҫҫӑн сӗнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, региона улӑштарни юридици тӗлӗшӗнчен тума юранӑ конструкци шутланать. Вӑл республика пуҫлӑхне хӑйне шаннӑшӑн тав тунӑ. Хӑй должноҫа иккӗленмесӗрех йышӑнма хатӗррине пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, унччен Косачев парламентӑн аслӑ палатинче пирӗн республикӑн элчи шутланнӑ. Вӑл вырӑна вара, Чӑваш Ен Элтеперӗ унчченхи президента Николай Фёдорова йышӑнма сӗннӗччӗ.
Ӗҫлӗх центрӗсем ваканси ярмӑрккисене ирттерессине тахҫанах йӑлана кӗртсе янӑ. Ҫак кунсенче ун пекки Шупашкар районӗнче иртнӗ.
Ӗҫлӗх центрӗ хальхинче район территорийӗнче, Толик Хураски ял ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ арҫынсен юсанмалли 6-мӗш колонийӗнче пулнӑ. Колони хӑй те ваканси ярмӑрккисене хӑй патӗнче йӗркелессине йӑлана кӗртнӗ-мӗн. Ара, айӑплава унта ирттерекенсен ирӗке тухсан ӑҫта каясси пирки те шухӑшламалла-ҫке. Судпа айӑпланнӑ ҫынна теприсем йӑпӑр-япӑр ӗҫе илесшӗн марри те вӑрттӑнлӑх мар. Ваканси ярмӑрккисем ӗҫ шыраканпа ӗҫ сӗнекенсене пӗр чӗлхе тупма пулӑшаҫҫӗ темелле-тӗр.
«Чӑвашавтодорӑн» вакансийӗсемпе паллашма колонире ларакан 25 ҫынна йыхравланӑ. «Колонире пире патшалӑх тытса тӑрать. Ирӗке тухма вӑхӑт ҫывхарнӑ май укҫа ӑҫтан тупмалли, ӑҫта ӗҫе вырнаҫасси пирки шухӑшлама пуҫлатӑн. Ку ыйтупа пирӗншӗн пур хыпар та питӗ хаклӑ», — тенӗ иккен, сӑмахран, колонире айӑплав вӑхӑтне ирттерекенсенчен пӗри.
Сӑнсем (2)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |